Новости
27 июня 2018, 13:35

Поздравление Главы Чувашии с Днем молодежи

Хаклӑ яшсемпе хӗрсем!

Сире пӗтӗм чунтан Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх – чи савӑк та ытарми тапхӑр, хӑюллӑ тӗллевсемпе ҫу­нат­ланма, ҫӗн­нине уҫма хавхалантаракан тата вӗҫӗ-хӗррисӗр майсемлӗ манӑҫми вӑхӑт. Хастар та пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ та ҫирӗп тӗллев­лӗ­­с­керсен, шӑпах сирӗн ӗнтӗ, ҫывӑх ҫулсенчех инновациллӗ эконо­ми­кӑпа на­укӑна, культурӑпа со­ци­аллӑ сферӑна тата спорта малалла аталантар­малли тӗл­левсене пурнӑҫлама тивет.

Яшсемпе хӗрсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫма, паха пӗлӳ ил­ме, професси тӗлӗшӗнчен йӗркеллӗ аталанса пырса ӳсме пулӑшмалли, рес­публикӑн общество пурнӑҫне явӑҫтармалли, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене тытса пырас ӗҫе хутшӑнтармалли лайӑх майсем туса парасси – патшалӑхӑн ҫамрӑксен политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем.

Чӑваш Енре ҫамрӑксене хавхалантармалли тӗрлӗ майпа усӑ курат­пӑр: ҫамрӑк ӑсчахсен инновациллӗ проекчӗсене пулӑшу кӳретпӗр, ҫам­рӑксен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме грантсем, ҫамрӑк­сен об­щество ор-га­низацийӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрса паратпӑр.

Сирӗн малашлӑхри ҫитӗнӗвӗрсемпе ҫӗнтерӗвӗрсем тӑван ене пӗтӗ­мӗшле ҫитӗнӳ тума, унӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин вӑй-хӑ­ватне тата ҫирӗплӗхне ӳстерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, юрату тата телей сунатӑп! Харсӑр пулӑр, умӑра пысӑк тӗллевсем лартса вӗсене пур­нӑҫлама тӑрӑшӑр! Сирӗнпе Чӑваш Республики тата  пӗтӗм Раҫҫей тивӗҫлипе мухтанма пултарччӑр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев

Дорогие юноши и девушки!

От всей души поздравляю вас с Днём молодежи!

Молодость – великолепная пора, время смелых дерзаний, ярких открытий и неограниченных возможностей. Энергичным, творческим, талантливым и целеустремленным, именно вам в ближайшие годы предстоит решать задачи по развитию экономики, науки, культуры, социальной сферы, спорта.

Создание благоприятных условий для самореализации юношей и девушек, получения качественного образования, профессионального становления и роста, вовлечение их в общественную жизнь республики, включение в управление социально значимыми проектами – важные направления государственной молодёжной политики.

В Чувашии реализуются различные формы стимулирования талантливой молодёжи, поддерживаются инновационные проекты молодых ученых, выделяются гранты на воплощение молодёжных инициатив, оказывается финансовая помощь молодёжным общественным организациям.

Уверен, ваши будущие успехи и достижения будут формировать общий успех нашего региона, повышать его социально-экономический потенциал и стабильность.

Желаю вам здоровья, любви и счастья! Дерзайте, ставьте высокие цели, стремитесь к вершинам! И пусть вами гордится Чувашская Республика и вся Россия!

Глава Чувашской Республики М.Игнатьев

comments powered by HyperComments









Евтушенко в моей жизни был всегда… Евтушенко в моей жизни был всегда…
http://monavista.ru/images/uploads/79b47d882a3689060ae4d57283ec8bbe.jpg
Письмо с моей фермы Письмо с моей фермы
http://monavista.ru/images/uploads/92eb5c9944f25688043feb2b9b01e0f2.jpg
Почему в России выросли продажи дорогих смартфонов Почему в России выросли продажи дорогих смартфонов
http://monavista.ru/images/uploads/08009197b894c4557dc9c7177e803f77.jpg